Канашри 11-мĕш шкулта 9-мĕш классем хушшинче илемлĕ вулакансен «Чăваш ачи, сассуна пар» конкурсĕ иртрĕ.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне, сăнарлăхне туйса ӳстермелле, вара вĕсем кайран та амăш чĕлхине хисеплĕç, юратĕç. Çавăнпа сăвă–юрă, юмах–халап яланах чуна çывăх.Уйрăмах поэзин янравлăн  йĕркисем ачасен чунне витереççĕ, ăс–тăнне çивĕчлетеççĕ. Çавăнпа ака уйăхĕн 24–мĕшĕнче Канашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлу паракан 11–мĕш шкулта 9–мĕш классем хушшинче илемлĕ вулакансен «Чăваш ачи, сассуна пар» конкурсĕ иртрĕ. Ачасем çак ĕçе тĕплĕн хатĕрленнĕ. ВĕсемП.Хусанкай, К.Иванов, Çеçпĕл Мишши сăввисене хаваспах вĕренсе килнĕ.Уйрăмах Кузьмин Федор, Белякова Анна, Мельникова Александра, Макарова Мария, Павлов Алексей вуланă сăвăсем чун – чĕрене пырса тиврĕç.Çитĕнӳсем сире, ачасем, малашнехи пурнăçра, вĕренӳре!