Çулсеренех шкул ачисем предметсем хушшинче ирттерекен олимпиадасене хутшăнаççĕ.

Çулсеренех хулари шкулсенче муниципаллă шайра предметсем хушшинче олимпиада ирттереççĕ. Акă чÿк уйăхĕн 15, 16-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе тата тăван ен культурипе олимпиадăсем иртрĕç. Олимпиада ыйтăвĕсене халиччен чăваш чĕлхипе литература учителĕсем хатĕрлекенччĕ, кăçал вара олимпиада ыйтăвĕсене хуларан ярса пачĕç. Чăваш чĕлхипе 7-9-мĕш классен ĕçĕсем вĕренÿ программинчен. Çавăнпа ачасене панă ĕçсене пурнăçлама йывăрах пулмарĕ. Ěçсене тĕрĕсленĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсем паллă пулчĕç.

8-мĕш классем хушшинче 40 балл пуçтарса Сергеева Марина 1-мĕш вырăна тухрĕ. 9-мĕш классем хушшинче вара Николаев Сергейăн чи пысăк балл пулчĕ. 10-мĕш тата 11-мĕш классенчен чи маттуррисем Осипова Катьăпа Иглова Оксана.

Тăван ен культурипе вара 7-9-мĕш классем валли пĕр ĕç ярса пачĕç. Ку паллах 7-мĕш классене йыварлăх пулчĕ. Çапах та мĕн пултарнă таран вĕсем те ĕçсене пурнăçларĕç. Тăван ен культурипе ĕçсене 3 пая пайланă. Ачасемшĕн 2-3-мĕш ĕçсем йывăртарах пулчĕç. Чăваш халăхĕн историне, вĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕлни кирлĕ пулчĕ ачасене. Тăрăшрĕç, мĕн вăй çитнĕ таран ĕçлерĕç вĕсем.