Чăваш чĕлхи эрни. Улăп чěреллĕ ҫын.

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитрĕ. Çак куна пирĕн республикăра, ун тулашĕнче анлă паллă тăваççĕ. Çавна май шкулсенче чăваш чĕлхи эрнисем иртеççĕ. Акă пирĕн шкулта та эрнене иртттерме тĕрлĕ ĕçсем палăртнă. Ачасем тăрăшсах чăваш халăх йăли-йĕркипе, ĕçĕ-хĕлне сăнласа паракан стена хаçачĕсем кăларчĕç, сăвăсем вĕренчĕç, тĕрлĕ конкурссене хатĕрленчĕç.

Ака уйăхĕн 20- мĕшĕнче 2-мĕш классенче чăваш халăхне çутта кăлараканĕн пултаруллăхĕпе паллаштаракан  уçă урок иртрĕ.  Ачасене ĕлĕк чăвашсем вулама-çырма пĕлменни , шкулсенче арçын ачасем çеç вĕренме пултарни тĕлĕнтерчĕ. Урок вăхăтĕнчех весем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Юлашкинчен  верентекенсем ачасене  И.Я. Яковлев халалĕпе паллаштарчĕç.