Чăваш чĕлхи эрни.

 

Чăваш чĕлхи эрни вĕçленсе пырать, анчах уява халалланă ĕçем пĕтмен-ха. Кашни кун çĕнĕ вăйă, викторина е конкурс. 8 класс ачисем валли учительсем  «Мĕн? Ặçта? Хăçан?» вăйă хатĕрлерĕç. Хĕрсемпе каччăсем 2 ушкăна пайланчĕс, капитансене суйларĕç.   Хăйсен ушкăнĕсене кулăшларах ятсем  пачĕç: «Манăн», «Санăн». Вăййа ертсе пыракан жюрипе паллаштарчĕ. Пусланчĕ вара хĕрÿ тупăшу.  Ыйтăвсем  пĕртте çăмăл пулмарĕ. Ачасен  чăвашсен кунне-çулне, йăли-йĕркисене тата геогрфи урокĕсене  те аса илме тиврĕ. Вăхăт иртни сисĕнмерĕ, вăйă вĕçленчĕ. Юлашкинчен жюри сăмах илчĕ. Çак тупăшура «Санăн» ушкăн 13 балл пухса пĕрремĕш вырăна тухнине пĕлтерчĕ. Маттур! Ялан çапла хастар пулăр!