Чăваш чĕлхи кунне халалласа Канаш хулинче «Чăваш пики – 16» ятлă конкурс иртрĕ.

 

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Канаш хулинче «Чăваш пики – 16» ятлă конкурс иртрĕ.

   Вунпĕрремĕш  шкул  чысне    8 класра  вĕренекен  Николаева Кристина хÿтĕлерĕ.

 

 Кристинăн хăй çинчен  чăвашла хитре   тата таса каласа калаçма, халăх апатне тутлă пĕçерме ,  хăйĕн пултаруллăхне  кăтартма пĕлмелле пулчĕ.

 

    Кристина «Чăваш халăх апачĕ» номинацире серте яшки  мĕнле пĕçермелли çинчен каласа пачĕ, чăваш шăрттанĕ пĕçерме те вăл вĕрентрĕ.

    Вăл «Пултаруллăх» конкурсĕнче    «  Вăйăра »   юрăпа  куракансене тыткăнларĕ. Ăна пулăшакансем «Мерчен » фольклор ушкăнĕ кашăксемпе тата шакăртмисемпе шакăртаттарса пулăшрĕç.

Жюри членĕсем пур номинаципе Кристинăна 3-мĕш вырăн парса чысларĕç. Кристина «Маттур пике»  ята илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Эпир Кристинăна  малашне  тата та  пысăк çитĕнÿсем тума чĕререн сунатпăр.