Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче 11-мĕш шкулта «Çурхи театр» фестивалĕ иртрĕ.

 

Фестивальте РСФСРăн, ЧАССРăн тава тивĕçлĕ халăх артисткине Н.М. Яковлевăна чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Çак кун, театр кунне халалланăскер - пирĕн шкулшăн кăна мар, хулашăн та чăн-чăн çурхи уяв пулса тăчĕ. Нина Михайловнăпа тĕл пулма килнĕ хăнасем чылайăн пулчĕç.

    Çын çĕр çинче чи аслă хуçа. Вăл  çут тĕнчене  килет те пурнăç тăвать. Кун çулĕ вĕçлничченех çĕр çинчи тивĕçне пурнăçласа  пырать. Юратнă ĕçре савăнса – телейне те тупать. Н.М.Яковлева хăй çĕр çинчи тивĕçне  туллин пурнăçласа  пырать, хăй хыççăн пысăк йĕр хăварать.

       Н.М.Яковлевăн  шăпи, ăраскалĕ çинчен  тĕплĕнрех  Татьяна Леснова хатĕрленĕ «Манăн çĕр çинчи йĕр» ятлă кăларăм-презентаципе паллаштарчĕ.

  Хăнасен  умĕнче «Çăварни» уявĕн сыпăкне «Мерчен»  фольклор ушкăнĕ  сăнласа пачĕ.

Малалла хулари Культура кĕрменĕ çумĕнче ĕçлекен «Çамрăклăх» халăх театрĕн ушкăнĕ Н. Угаринăн «Çăлтăрсем  тухаççĕ тÿпене» спектаклĕн сыпăкне кăтартрĕ(ертÿçи - Алевтина Михайловна Яшманова).  Н. В.Максимова  Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ те  тĕп рольсенчен пĕрне выляса хăйĕн талантне кăтартрĕ.

    Атте-анне çулне халаласа 6 класра вĕренекен Настя Андреева «Анне»  тата Настя Павлова «Уяр  та  сивĕ – кун илемлĕ» ятлă сăвăсем вуласа пачĕç.

Хаклă хăнасене, сăпайлăха, управлăха, чун тасалăхне ,ырлăхпа ĕçченлĕхе, сывлăха нумай çул тытса пымалла пултăрччĕ тесе  Н.В.Максимова  уява вĕçлерĕ.

 

Çын çынпа пурăнать

Çын çынпа савăнать.

Çын!

Хăватлăн янрать сан яту

Çын юраттăр çынна

Хисеплетĕр çынна.

 Çын патне эс васка

Ырă ту!