Канаш хулин И.А. Кабалин ячĕллĕ 11-мĕш №-лĕ шкулта ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ!

Канаш хулин И.А. Кабалин ячĕллĕ 11-мĕш №-лĕ шкулта ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ!

 Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне тата Геннадий Никандрович çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ.

Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслеме чăвашлăхшăн çунакан тĕрлĕ çын – учительсем, шкул ачисем, пенсионерсем тата ыттисем те пухăнчĕç. Вĕсем хушшинче 11-мĕш шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем О.П. Аристархова тата Г.В. Ильина та пулчĕç.

2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Г.Н. Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ текст пулчĕ. Çакна каласа хăвармалла: диктант тексчĕ оригиналтан предложенисен тытăмĕпе, чарăну паллисен, тÿрĕ пуплевсен йĕркипе улшăнса тăчĕ.

Диктанта "Наци радиовĕ" тÿрĕ эфирĕнче итлесе çыртăмăр. Вулаканĕ - Мария Самделова диктор - хăйĕн çепĕç сассипе ĕçне васкамасăр, сăмахсене питĕ уçăмлă каласа çыртатрчĕ.

Диктантсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн преподавателĕсем тĕрĕслеççĕ. Результатсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр!

Çак кунах шкула ВРЗри краеведени библиотекарĕ В.В. Федорова килсе çитрĕ. Вăл  6-мĕш «Б» класра вĕренекен ачасене Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Сăмахсене презентаципе çирĕплетсе, хитрелетсе пычĕ. Урок вĕçĕнче пĕчĕк викторина туса ирттерчĕ. Вероника Валерьевнăна пирĕн пата час-часах пырса çÿренĕшĕн пысăк тав!

 

Чăваш чĕлхи эрнинче малалла ĕçлемелли планпа та паллаштарса хăварăпăр

№ п/п

Мероприятие

Класс

Дата

Ответственные

1

И.Я. Яковлев. Сказки

2

24.04

Аристархова О.П.,

Ильина Г.В.

2

Символы моей республики

3

27.04

Аристархова О.П.,

Михайлова Г.Н.

3

«Знаешь ли ты чувашский язык?» Викторина

4

26.04

Аристархова О.П.,

Максимова Н.В.

4

И.Я. Яковлев «В своём краю – как в раю»

5

27.04

Данилова Н.Л.,

Ильина Г.В.

5

Г.Н. Волков «Родина для каждого – и отец, и мать»

6

 

27.04

Михайлова Г.Н.,

Ильина Г.В.

6

Конкурс стихов и текстов «Живое слово»

7

28.04

Михайлова Г.Н.,

Максимова Н.В.

7

Концерт ансамбля «Çавал» (г.Чебоксары) посвящённый Дню чувашского языка

8

25.04

Михайлова Г.Н.,

Максимова Н.В.

8

«Айтар». Спектакль театра юного зрителя

(г.Чебоксары)

9

18.04

Данилова Н.Л.,

Максимова Н.В.

9

Игра «Что? Где? Когда?»

10-11

28.04

Максимова Н.В.

10

Городской фестиваль «Театральная весна». Встреча с артисткой Чувашского государственного драматического  театра  Н.Яковлевлевой.

10-11

20.03

Учителя ч/я и литературы