Чăваш чĕлхипе, литературине вĕрентекенсем Н.В. Максимова, Г.Н. Михайлова, Г.В. Ильина 8 класра вĕренекенсемпе тата вĕсен класс ертÿçипе Г.М. Прокопьевăпа пĕрле хулари Культура керменне Шупашкартан ятарласа Канаш хулинче пурăнакан çынсене Чăваш кунĕпе саламлама килнĕ «Çавал» ансамблĕн концертне кайса курчĕç. Программăна 8-мĕш шкул пуçларĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ, халăха савăнтарчĕ. Шупашкар хăнисем те пит чаплă юрларĕç, ташларĕç. Чун-чĕререн савăнса, канса килтĕмĕр. Чăн-чăн уяв пулчĕ темелле.
Фойере «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» тата «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» фотовытавкăсем ĕçлерĕç. Сăмах май каласан, пирĕн шкултан Г.В. Ильина тата Н.В. Максимова ертсе пынипе тăратнă ачасен ĕçĕсем 1-3 вырăнсем йышăнчĕç.