Дети участвуют в акции «Эпĕ чăвашла калаçатăп» ("Я говорю на родном языке")

Дети участвуют в акции «Эпĕ чăвашла калаçатăп» ("Я говорю на родном языке")

«Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци.

Василий Давыдов-Анатри çырнӑ Тӑван кӗтес сăвва вулаканӗ Канаш хулинчи «Пĕтĕмĕшле вǎтам пĕлÿ паракан И.А. Кабалин ячĕллĕ 11-мĕш шкулта» иккĕмĕш класра вӗренекен АРКАША ИВАНОВ.
Верентекенӗ Кириллова А.И.
#эпӗчăвашлакалаҫатăп 
#яговорюнародномязыке 

Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар. Тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар.
Сире пурсăра та Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, тăван сăмах вăйĕ-хăвачĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпӑр.